Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти Мир проспектӗнчи 96-мӗш ҫуртра пурӑнакан старик патне палламан ҫынсем килсе вентиляци тасатса пама сӗннӗ. Анчах ку – укҫалла. Пӗри вентиляцие тасатнӑ вӑхӑтра теприсем, хӗрпе каччӑ, ватӑ ҫынпа килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫи Ихметзянов И.И., пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепейре регистрациленнӗскер. Вентиляцие тасатнисӗр пуҫне вӗсем таракансене дезинфекциленӗ имӗш, ку тӗллевпе шӑршӑ пӗтерекен хатӗрпе усӑ курнӑ. Ӗҫшӗн 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах старик алӑ айӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. Лешсем унӑн телефонне илсе укҫана карта ҫине куҫарнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кусем ултавҫӑсем пулнӑ. Полицие заявлени панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |