Пӑтӑрмахсем
![]() banki.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарам онлайн майпа билет туянас тесе укҫи-тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫак хӗрарӑм полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл пӗр сайтра авиабилет туянас тенӗ те унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав ултавҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |