Культура
![]() «Чӑвашкино» киностуди Шупашкарта Урамри кинофестиваль уҫӑлассине пӗлтернӗ. Мероприятие пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей кунне халалланӑ. Шупашкарта фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртӗ. Асӑннӑ тапхӑрта, сӑмах май каласан, урамри кинофестиваль 60 ҫӗршывра иртӗ. Ҫамрӑк авторсен кӗске метрлӑ фильмӗсене Владивостокран пуҫласа Сан-Францискӑра таранах кӑтартӗҫ. Фильмсене тӗрлӗ лапамра: юханшыв хӗрринче, ытти ҫавӑн пек илемлӗ вырӑнта —курма май килӗ. Шупашкарти фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 20 сехетре Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев скверӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |