Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 14-ри яш Атӑлта путнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 07.06.2021 20:43 | 247 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче 14 ҫулти яш Атӑлта путнӑ.

РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑнтӑрла иртсен пулса иртнӗ.

Ҫамрӑкскер Атӑл ҫыранӗнчен инҫех мар вырӑнта путнӑ. Унта яш тусӗсемпе шыва кӗнӗ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ шывпа чыхланса кайнӑ. Инкек ҫыран хӗрринчен темиҫе метрта сиксе тухнӑ. Ача виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ.

Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ, ҫавӑнпа сыхлӑхпа асӑрханулӑх пирки пӗр самантлӑха та манмалла мар.

#Атӑл, #сывлӑх, #инкексем, #Шупашкар, #ҫамрӑксем, #тӗпчевҫӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ
2020, 09, 08
Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен ӳксе вилнӗ
2020, 09, 18
5 ҫулти ача пиллӗкмӗш хутран ӳкнӗ
2021, 04, 16
Инкекре ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ
2021, 04, 23
Шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ
2021, 05, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org