Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Легендарлӑ тухтӑр 100 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Ларионов-Йĕлмел 01.07.2021 10:35 | 1326 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Елизавета Фурашова
Елизавета Фурашова

Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗ Фурашова Елизавета Алексеевна тухтӑр утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хула Канашӗн депутачӗ пулнӑ.

Е.А.Фурашова хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. 1945 ҫулта Воронеж медицина институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Вӑл облаҫра неврологи службине уҫаканӗ пулнӑ, унта 35 ҫул тӗп врачра вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тепӗр 35 ҫул ахаль врачра ӗҫленӗ. Пурӗ ун медицинӑри стажӗ 72 ҫул. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 90 ҫул тултариччен Чӗмпӗр патшалӑх университетӗнче доцент пулнӑ. Пурӗ чӑваш хӗрарӑмӗ 40 ҫулта 400 невролог врач хатӗрленӗ, вӗсем хушшинче профессорсем те пур. Ун ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем те медицинӑра вӑй хунӑ, халӗ те вӑй хураҫҫӗ. Пурӗ династин медицина стажӗ 300 ҫула яхӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗн ячӗ легендӑсем хушшине кӗнӗ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #кӳршӗре, #юбилейсем, #Анат Тимӗрҫен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2503.82.5634
2021.07.04 15:49
Agabazar
Чĕмпĕр облаçĕнче те материалсем нумай тухнă. Анчах пĕринче те чăваш пулнине каламан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем