Ҫутҫанталӑк
![]() Эльвира Хмелёва журналистӑн Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйне хытах кӑтартма пуҫларӗ. Ҫил-тӑвӑл, шыв-шур, вут-кӑвар этеме — пуян-и вӑл е чухӑн-и, ӑслӑ-и е айван-и, пысӑк вырӑн йышӑнать е хура ӗҫе пурнӑҫлать-и — никама та уяса-суйласа тӑмасть. Алхасса кайсан пурин пурлӑхне те пӗр пек ишет-ватать, ҫӗмӗрет-ҫӗрпе танлаштарать. Ҫутҫанталӑк тата технологи лару-тӑрӑвӗ ҫурт-йӗре, хваттере, ытти пурлӑха сиен кӳнине саплаштарассипе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа йышӑнма палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхн 2-мӗшӗнче ку ыйтупа Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ. Сергей Артамонов вице-премьер ертсе пыракан мероприятие страхлакан компанисенче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, ӗнер те пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Шупашкарта, ав, «Пичет ҫурчӗ» чарӑнӑва тӳнтерсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |