Пӑтӑрмахсем
![]() ainews.kz сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ. 29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ. Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ. Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |