Политика
![]() Сергей Фролов. agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, асӑннӑ ведомствӑн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Сергей Фролова ҫирӗплетнӗ. Сергей Руслановича яваплӑ тивӗҫе шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сергей Фролов унччен регионти виза сервисӗн центрӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӑна ертсе пыракан кадрсен резервне «Экономика тата финанс» отрасльпе кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |