Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хаҫат редакторӗ пулнӑ хӗрарӑм кӑшӑлвируса пула вилнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 16.10.2021 11:46 | 403 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Валентина Хохлова. @redvpered сӑнӳкерчӗкӗ
Валентина Хохлова. @redvpered сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн.

Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ.

#сывлӑх, #журналистсем, #Ҫӗмӗрле районӗ, #ҫухату, #МИХсем, #хаҫатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Журналистсене хисеплӗ ят пама сӗннӗ
2021, 04, 01
Чӑваш Енри журналиста юбилей медалӗ панӑ
2021, 06, 03
Шупашкар хӗрӗ... бетон ҫиет
2021, 09, 12
Вӑрман каснӑ чух аманнӑ
2021, 09, 17
Журналистсене – патшалӑх наградисем
2021, 09, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org