Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Захарова министр пулма шаннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 02.11.2021 12:22 | 2229 хут пӑхнӑ
Политика
Дмитрий Захаров. chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Дмитрий Захаров. chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ку вырӑн Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Паян вара Дмитрий Захарова министр дрлжноҫӗнче ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Дмитрий Анатольевич унччен Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ.

#Вӗренӳ министерстви, #тӳре-шара, #хушусем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ялтан // 1694.04.0205
2021.11.02 18:48
Ку пукана ялан чӑвашсене хӗстерме хатӗр ҫынсене лартаҫҫӗ: Саллаева тата Захаров пеккисене.
Вулакан // 9603.4.1114
2021.11.03 00:15
Тен, ҫак тюре Шупашкарта Хаяр Иван палӑк лартасси майлӑ пулнӑччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем