Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваша чӑваш пулса юлма мӗн кирлӗ?

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Виталий Родионов 10.11.2021 12:08 | 2554 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ тишкерӳллӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, ӑна 1918 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларать. Ахальтен мар ӗнтӗ 1980-мӗш ҫулсенче ҫав манӑҫа тухнӑ хайлав чӑваш ҫынни патне тепӗр хут ҫитрӗ, чӑваш интеллигенцине наци идеи шырама хистерӗ.

Чӗрӗлӳн икӗ тапхӑрӗнче те халӑхӑмӑрӑн наци идейи виҫӗ тӗп ыйту тавра пуҫтарӑннӑ: тӑван чӗлхе, тӑван культура тата наци вӗрентӗвӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» чӗнӗвӗ шӑпах та пӗрремӗш тӗп ыйтӑвӑн тӗшшине кӗскен палӑртни темелле. Наци культурин символӗ икӗ тапхӑрӗнче те театрпа кино тата чӑваш юррипе тӗрри-эрешӗ пулса тӑнӑ. Чи вӑйсӑр та йӗркеллӗ аталанса ҫитеймен наци идейин пайӗ тесе вӗрентӳ тытӑмне каламалла. 1930-мӗш ҫулсенччен вӑл йӗркеллех вӑй илсе пынӑ пулсассӑн, репресси ҫулӗсенчен пуҫласа каялла чакма пуҫланӑ, 1960-мӗш ҫулсенче наци вӗрентӗвӗн тытӑмӗ пуҫӗпех ҫухалчӗ. 1990-мӗш ҫулсенчи иккӗмӗш чӗрӗлӳн ҫитӗтӗвӗсен шутне чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хуни, ӑна хулари шкулсенче вӗрентме пуҫлани кӗрет. Чӑваш наци конгресӗ тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсене пӗрлештерме пултарни, культура автономийӗсем йӗркеленни, наци ӑслӑлӑхӗпе ӳнер академийӗ уҫни, наци лицейӗ, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗсем пулни, чӑваш чӗлхи интернет уҫлӑхне кӗни – ҫаксем пурте иккӗмӗш чӗрӗлӳн ҫимӗҫӗсем пулаҫҫӗ.

2000 ҫултан пуҫласа паян кунччен ҫак ҫитӗнӳсем майӗпен ҫухалса- хупӑнса пычӗҫ те халӗ эпир, ытарлӑ каласан, «ҫурӑк валашкапа» тӑрса юлтӑмӑр пулас: вӑл ҫук, куна хупса лартнӑ, лешне чарнӑ...

Малалла наци идейин чи кая юлнӑ пайӗ –вӗрентӳ – пирки темиҫе сӑмах каламалла. «Ашшӗ-амӑшӗсен ирӗкӗ» тени питӗ тӗрӗс ӗнтӗ, енчен те Раҫҫейри чӗлхесен пӗр танлӑхӗ тата хисеплӗхӗ хут ҫинче мар, чӑн пурнӑҫра пулсассӑн. Паянхи кун чӑваш чӗлхин сумлӑхне ҫӗклес ыйту чи кирли пулнине республикӑмӑр пуҫлӑхӗ лайӑх ӑнланать кӑна мар, хӑй тӗслӗх кӑтартса хавхалантарать. Кунта пӗр япалана асра тытмалла. Чӗлхесен пурнӑҫри пӗр танлӑхне тӑвасси хутшӑну йӗркисене саккун урлӑ ҫирӗплетнинчен тата ҫав саккуна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисене палӑртса, вӗсенчен ҫирӗп ыйтнинчен нумай килет. Ку вӑл чи малтан тӳре-шара ӗҫӗ пулмалла, хура халӑхӑн вара саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнма хӑнӑхмалла. Анӑҫри ҫӗршывсенче ку ӗҫе граждан обществи туса-тӗрӗслесе пырать пулсассӑн, пирӗн патӑмӑрта, шел пулин те, апла пӗрлӗх ҫук-ха хальлӗхе, эппин, унӑн функцине тӳре-шарасӑр пуҫне никам та пурнӑҫлаймӗ.

Чӗлхесен пӗр танлӑхне нумай чӗлхелӗх ҫине таянса кӑна йӗркелеме май пур. Урӑхла каласассӑн, тӗрлӗ халӑх хушшинчи хутшӑнӑва куҫару урлӑ йӗркелесси малта пулмалла. Калаҫӑва хутшӑнакан ҫыннӑн тӑван чӗлхипе калаҫма ирӗкӗ пурри – чи малтан шута илмелли сӑлтав. Ыттисем (итлекенсен пӗр пӗчӗк пайӗ е темиҫе ҫын кӑна) ӑнланманнишӗн калаҫакан ҫыннӑн мар, хутшӑнӑва йӗркелекенӗн (пӗр-пӗр пуху е лару ирттерекенӗн) пуҫӗ ыратмалла. Ҫакӑн йышши лару-тӑрӑва Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем лайӑх татса пама пултарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗр-пӗрин чӗлхине пӗлнӗ е ӑнланнӑ. Эппин, нумай чӗлхеллӗ аудиторири кашни ҫынна хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫмалли тата итлесе ӑнланмалли майсем туса парасси хутшӑнури тӗп йӗрке пулса тӑмалла. Паянхи интернет ӗмӗрӗнче ҫакна йӗркелемелли мелсем сахал мар. Куҫарӑва экран ҫинче кӑтартма та, сасӑпа итлеттерме те пулать. Унсӑрӑн чӗлхесен пӗр танлӑхӗ пирки калаҫни декларации шайӗнче кӑна тӑрса юласси пачах та иккӗленӳсӗр. Лавккара та, ытти халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче те, республикӑмӑрта кӑларакан тӗрлӗ продукцисем ҫинче те патшалӑх чӗлхисемпе ҫырса хуни пулмалла, республикӑри хысна ҫурчӗсене хӑйӗн нушисемпе пыракан чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхипех калаҫма пултартӑр тата ыт. те. Вара тин чӑвашшӑн унӑн тӑван чӗлхи сумлӑн курӑнма пуҫлӗ, вӑл хӑй ҫеҫ мар, ачисене те тӑван чӗлхине юратса вӗрентӗ, чӑваш туса ҫитӗнтерӗ. Паянлӑха ялти чӑваш хӑйӗн ачине тӑван ялӗ-тӑрӑхӗнче мар, чӑваш чӗлхипе культури ҫук вырӑнта пурӑнма хатӗрлет-ха, Канашран иртсен чӑваш чӗлхипе культури кирлӗ мар тесе йӑнӑш шухӑшлать. Хулара пурнаканӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен ачисем куккук чӗппи пулса пынине ӑнланать. Пурнӑҫ ҫапла пулма хистет пулас вӗсене. Ҫак нумай сӑлтавпа ҫыхӑннӑ халӑхӑмӑр арканӑвне пурин те пӗрле кар! тӑрса чарса лартмалла. Чӑваша чӑваш пулсах пурӑнма мӗн тумалли пирки кашни чӑвашӑнах шухӑшласа пӑхмалла, хамӑртан килнине хамӑрӑнах тумалла, вӑй ҫитменнине вара ыттисенчен, чи малтан ҫав ӗҫшӗн яваплисенчен тӳррӗн ыйтмалла. Эпир пулнипе пуррине пӗлетпӗр-ха, пулассине те шанмаллах пултӑрччӗ!

 

Виталий РОДИОНОВ,

профессор

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Атӑл юрри» журнала халалланӑ конференци иртет
2020, 10, 30
Мускавра пурӑнакан хӗр чӑваш пуканисене ӳкерет
2021, 01, 22
Тӗмен тӑрӑхӗнче чӑвашла савӑннӑ
2021, 02, 22
Чӑваш культурипе Лондонра паллаштарӗҫ
2021, 10, 26
Асамлӑ ҫӗршывсем
2021, 11, 06

Комментари:

Малай // 2151.10.6915
2021.11.10 15:40
Ой-йой! Акапасартан пӗрремӗш хут ӑслӑ шухӑш илтрӗм. Атту тем ӑсланса ларать ытти чух.Ку хутра ҫав тери ӑслӑ шухӑш каланӑ. Родионовран, Ват кӑрккаран та, ӑслӑрах каланӑ. Чӑвашла пурнӑҫ пулмасӑр чӑваша чӑваш тӑваймастӑн.Халӑх кулленхи пурнӑҫ категорийӗпе пурӑнать. Ҫавӑнпа наци идейине, наци политикине унӑн кулленхи пурнӑҫра кирлине шута илсе йӗркелемелле.
Agabazar // 2023.22.4683
2021.11.10 16:40
Agabazar
Тĕрĕслĕхшĕн çакна та каламалла. Хула (вырăс) шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕç 1983/84-мĕш вĕренÿ çулĕнче пуçланса кайнă. Çавнашкал «кăмакаран» ташлама пуçланă.

Эппин аса илĕр: кам пулнă ун чухне республика пуçлăхĕ, вĕренÿ министăрлахне, РОНОсене, уйрăм шкулсене камсем ертсе пынă. Тата мĕнле çĕршывра пурăннă эпир ун чухне (мĕн ятлă çав çĕршыв, унăн тытăмĕ еплерех тата ытти те).

Астуса юлăр, тархасшăн, çав даттăна — 1983/84.

Ун чунех, çав ĕçе пуçлакансем, унашкал шкулсене чăваш ачисем валли гетто тăвас çул çине тăман. Пурне те шăкăрин йышăннă унта. Паллах, ачасен ашшĕ-амăшĕн шухăшне шута илмен мар. Анчах пурпĕрех ун чухнехи пĕрлĕх тĕрĕс мотивацисемпе тата туртăмсемпе пурăннă. Пирĕншĕн ик айкки те тăвайкки тесе тăман. Йывăрпа пулсан та, хирĕç тăракансем тĕлĕшпе тивĕçлĕ витĕм кÿме пултарнă.
Микула // 1077.37.9691
2021.11.10 18:45
Тарӑн мар ҫав ,тарӑн мар Тимӗр Акташ,пустуй ун пек калан . Каллех ,каллех яланхи пекех пӗтӗмпех космосалла. Юлашкинчен ашшӗ-амӑшӗ айӑплӑ тата килте вӗренӗр тесе ҫырмалли анчах юлнӑ. Чӗлхене шкулта вӗрентни ҫинчен анчах калани каю юлни анчах пулать. Юлашки бастион паянхи вӑхӑтра хулари ача сачӗ анчах пулма пултарать. Унта чӑвашла ӳстермелли майсем туса парсан шкулӗ те вӑхӑтран "парӑнӗ" .
Ашшӗ-амӑшӗсен "ирӗкӗ" тенине чӑннипех ырлатӑр тата ӗненетӗр пулсан сире тен ӑнлантарма пулӗ хӑҫан та пуллин.
Начальник калани яланах тӗрӗс ӑна ырламалла тени малта пулсан малалла та юрасах пурӑнар. Пулнине хурлама пурте пултаратпӑр,паян кам тата мӗн айӑпли пирки вара шарлама хӑймастпӑр. Чӑвашла калаҫса ҫыракансем пур кунта чӑвашсем вара ҫук пулас. Тӗл перекенсем те шыв юххине, ҫиле хирӗҫ ҫӳреме пӗлекен ҫук. Те заслуженныйсем чылайран те сахалтан ӗнте ? Пӑлхарсене малтан "великие " тенӗ пулсан кайрахран "худые" тесе палӑртни пирки манас марчӗ тата.
Agabazar // 2023.22.4683
2021.11.10 20:15
Agabazar

Микула, сана ача сачĕсем уçма кам чарать? Виталий Родионов е Акапасар? Çавсем чараççĕ-и? Пуринчен те ăслă пулсан, тыт та уç ача сачĕсем! Е унччен уçнисенех, çĕнĕрен, чăн чăвашла, майлаштар. Кам сана çапла тума чарса тăрать? Тимĕр Акташ чарать-и е Виталий Родионов чарать? Ну, калăпăр сана сăмсаран чышса, пĕлтерĕпĕр кам айăплине. Бандеровццăсем айăплă тейĕпĕр, мĕрикканццăсем чарса тăраççĕ тейĕпĕр. Вара мĕн? Кама хăратан апла каласа? Анчах та эс апла та калама пултараймастăн. Ыттисенчен çеç çавна кĕтсе тăран. Йăлăхтарчĕ эсĕ кунта «чееленем» пек пулса çĕлен евĕр йăшăлтатса çурени.

Микула // 1077.37.9691
2021.11.10 20:35
Пурне те юрас килет вӗт Акапасар? Пуҫлӑхсене те мухтамалла тӗлли паллисӗр, ҫав хушӑрах виҫ сӑмах халӑх пирки те асӑнмалла ? Тутарстанра пӗр "заслуженный " те каламаҫ "тыт та уҫ хӑв ача сачӗсем "тесе . Яваплисем ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн вара ӑҫти ҫырмара хатӗрлеҫҫӗ ун пек "СПЕЦИАЛИСТСЕНЕ" , " хӑв уҫ" текеннисенне? Ҫук ҫав,кирлех ,уҫмаллах тес вырӑнне мӗн кӑна илместӗн. Мӑнпуҫлӑх анчах малта сан Акапасар . (Казань, 19 июня, «Татар-информ», Надежда Гордеева). В Татарстане охват обучением и воспитанием на родном (нерусском) языке в дошкольных организациях сохраняется на уровне 54%. Об этом на секции августовского совещания работников педобразования «Управление качеством дошкольного образования: опыт, проблемы, перспективы» заявил первый заместитель министра образования и науки РТ Ильсур Хадиуллин.
Подробнее: https://www.tatar-inform.ru/news/ilsur-hadiullin-obuchenie-i-vospitanie-na-rodnom-yazyke-v-detsadah-rt-sohranyaetsya-na-urovne-54-654508
Микула // 1077.37.9691
2021.11.10 20:39
в Государственном Совете состоялось подведение итогов республиканских конкурсов «Лучшая практика обучения на родном (татарском, чувашском, удмуртском, марийском, мордовском) языке в муниципальных бюджетных общеобразовательных организациях Республики Татарстан» и «Лучший детский сад по организации обучения и воспитания детей на родном (татарском, чувашском, удмуртском, марийском, мордовском) языке». Награды победителям вручили заместитель Председателя Госcовета РТ, председатель Комиссии при Президенте РТ по вопросам сохранения и развития татарского языка Марат Ахметов и министр образования РТ Ильсур Хадиуллин.Президентом Татарстана 2021 год объявлен Годом родных языков и единства
Микула // 1077.37.9691
2021.11.10 20:50
Воспитанием и обучением на татарском языке в Казани охвачено 62% дошкольников.В Казани сохранена сеть национальных образовательных учреждений, которая включает 37 школ с татарским языком обучения, отметил И.Ризванов. В городе развивается билингвальное образование. Воспитанием и обучением на татарском языке охвачено 62% детей в 83 детских садах с татарским языком воспитания и 327 татарских группах в русскоязычных дошкольных учреждениях.Источник: Администрация г. Казань26.01.2021

Шупашкарта мӗн мухтанмалли пур сан Акапасар ? Чӑвашла ӳстермелли майсем ӑҫта пур ? Миҫе ача шкулта чӑвашла вӗренеҫҫӗ , садиксенче чӑваш чӗлхипе усӑ курса ӳстереҫҫӗ? Ҫекрет ?
Agabazar // 2023.22.4683
2021.11.10 21:57
Agabazar

Вара мĕн? Шупашкарта Виталий Родионовпа Тимĕр Акташ ура хурса пыраççĕ-и?

Çавсем чараççĕ-и сана кунта ача сачĕсем йĕркелеме? Эппин, сута парса пăх вĕсене. Çапла-çапла, те, ача сачĕсем уçма чараççĕ, те....

Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.11 10:26
От профессора Родионова получился довольно неплохой анализ, статья от интеллигента. Мягко, интеллигентно дал понять, что мы "у разбитого корыта", также он предупредил о важности свободного выбора действий самими родителями по проблемам обучения языку. Такие статьи, заметки, комментарии очень полезны. Вот Agabazar верное замечание сделал. 100раз верно, чтобы чуваши остались чувашами, нужна такая вот "специфическая чувашская" жизнь. Всё исходит из самой жизни. А сама жизнь меняется, она ведь тоже во времени. А временность означает и конечность. Мы ведь живём в адаптационном времени. Еще Гераклит темный, воспитавший мудрого ученика, говорил, что "всё течет... нельзя два раза войти в одну и ту же воду", а ученик его поправил, что "этого нельзя делать и единожды". Вот между посетителями сайта должны быть диалоги и острые, пусть будут глупые, они тоже пользу дадут мудрому. Среди умных должны быть и глупые, они по другому живут и мыслят, видят. Наш главред сайта пока всё хочет построить только по своему образу и подобию, к сожалению. Последняя перепись еще что то "подскажет". Русские очень сильно изменились, а что чуваши не должны?Они и изменяются... Больше философии - жизнь в сознании.
Варык // 1726.84.3785
2021.12.07 13:40
миклай терес калать, кирле мар чăваш чĕлхи , ан та аппаланăр пустуй ачасемпе килте чăвашла калаçма.Только-вырăсла. Сдик чăвашла пулмасть 100 % , куна пурте пелеççĕ тата кунпа килĕшеççĕ.Ни конрессра , ни Гос.советра никам та нихçан ку ыйтава çĕклемен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org