Культура
![]() vashotel.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хамӑр ҫӗршывра канма тата Раҫҫей тӑрӑх курса ҫӳреме юратакансене иртнӗ эрнере Ростуризм каллех ырӑ хыпарпа савӑнтарчӗ. Турист кешбекӗ килес ҫул та вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унпа кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен усӑ курма мац килӗ. Туристсене путёвкӑн е хӑна ҫуртӗнче пурӑннин тӑкакӗн 20 процентне тавӑрса парӗҫ, анчах 20 пинрен ытла мар. Федераци программине пирӗн республикӑри виҫӗ санатори: «Надежда», «Чувашия», «Солнечный берег» тата 4 хӑна ҫурчӗ: «Ирбис», «Чувашия», «Россия», «Волга Премиум» хутшӑнӗҫ. ⠀ | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |