Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: «Ярмарка» суту-илӳ комплексне сутлӑха вырнаҫтарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 22.12.2021 11:39 | 1284 хут пӑхнӑ
Хулара
«Ярмарка» суту-илӳ комплексӗ
«Ярмарка» суту-илӳ комплексӗ

«Юрма» агрохолдингӑн харпӑрлӑхне кӗрекен «Ярмарка» суту-илӳ комплексне аукциона тӑратнӑ. Панкрута тухнӑ организацийӗн ытти пурлӑхӗпе пӗрле ӑна пӗр лотпа сутаҫҫӗ. Туянакансене суту-илӳ комплексӗ кӑна мар, вокзал ҫумӗнчи «Елена» супермаркет ҫурчӗ, «Фаворит» ресторан, ҫӗр лаптӑкӗсем, хатӗр-хӗтӗр тата ытти япалана туянма сӗнеҫҫӗ. Лотра ҫавӑн пекех тракторсем, автобуссем тата ытти тӗрлӗ пурлӑх пур.

Лот хакӗ 1 млрд 199 млн танлашать. Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ. «РАД» электронлӑ суту-илӳ площадкинче вырнаҫтарнӑ информаци тӑрӑх лотпа иккӗн кӑсӑкланнӑ. Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ.

Аса илтеретпӗр, унччен маларах «Юрма» пурлӑхне 3,2 млрд тенкӗлӗх сутнӑччӗ.

#Ярмарка, #Юрма, #аукционсем, #суту, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2015.00.8274
2021.12.22 12:46
Agabazar
Эх, Микуласем савăнаççĕ ĕнтĕ халь!
Вырăк // 1888.84.0876
2021.12.22 13:27
Чи пуян чăваш Ермолай панкрута тухни, паллах савăнтарать хăшне-пĕрне.
Agabazar // 2015.00.8274
2021.12.22 15:04
Agabazar
Ярмăркка темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем