Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Чӑваш республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр — Открываем новые имена» литература конкурсӗ малалла пынине аса илтерет. Кулленхи, шучӗпе саккӑрмӗш, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӗҫсене 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ. Литература конкурсне ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ярса пама юрать. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 15 ҫултан пуҫласа 35 ҫул таран. Хайлавсен калӑпӑшӗ 12 шрифтпа хатӗрленӗ А4 форматлӑ 20 страницӑран ытла пулмалла мар. Конкурс йӗрки-шывӗпе туллин вулавӑшӑн сайтӗнче паллашма пулать. Конкурс йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫсене республикӑри хаҫатсенче пичетлесе кӑларӗҫ, ҫавӑн пекех вӗсем конкурс ячӗпе тухакан литература хайлавӗсен пуххин улттӑмӗш кӑларӑмне кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |