Сывлӑх
![]() Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 10 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку хисеп кӑштах чакнӑ. Чирлекенсем те сахалланнӑ. Анчах хальлӗхе ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Тӳре-шара пирӗн ҫӗршывра ҫӗнӗ штамм, омикрон, сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ, ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 4125 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗтӗмпе 47214 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 41076-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑта стационарта тата килте 2013 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |