Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58/1-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗтӗмпе – 4 ҫын: икӗ хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман арҫын ачасем. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасен сывлӑхӗ йӗркеленнӗ, хӗрарӑмсем вара йывӑртарах. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, форточка хупӑ чухне вентиляци каналӗ ӗҫлемен. Вырӑна ҫитне газовиксем газ колонки ҫине заглушка лартнӑ. Астӑвӑр: килте газ шӑршине туйсанах 04 номерпе шӑнкӑравламалла. Газ хатӗр-хӗтӗрне вара кашни ҫулах специалистсене тӗрӗслеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |