Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫулсем япӑх. Шел те, аварисем пулнӑ. Ҫынсен пурнӑҫӗ те татӑлнӑ. 15 сехет 10 минутра "Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ патӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, Митцубиси транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та Лада Грантӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ. Вӗсем пурте Лада Грантӑра пулнӑ. Гранта хыҫҫӑн пынӑ Хендай пырса ҫапӑнас мар тесе кювета чӑмнӑ. Митцубиси рулӗ умӗнче Воронеж облаҫӗнчи арҫын ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |