Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Раштав уйӑхӗнчи вӑтам шалу 48 пин тенкӗпе танлашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.03.2022 06:04 | 5344 хут пӑхнӑ
Статистика

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра вӑтам шалу виҫи (ку вӑл налуксем тытӑннине шута илмесен) 48 пин те 8 тенкӗпе танлашнӑ. Асӑннӑ сумма 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен 16,4 процент пысӑкрах, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчинчен — 29,8 процент.

Чӑвашстата ӗненсен, 48 пин тенкӗ — республикӑшӑн рекордла кӑтарту. Унчченхи рекорд 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Ун чухне ҫав хисеп 41 пин те 331 тенкӗ пулнӑ.

Раштав уйӑхӗнчи шалу виҫипе Чӑваш Ен Мари Эл, Мордва тата Удмурт республикисенчен, Киров, Пенза тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен иртнӗ. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗнче чылай ҫӗрте преми панине палӑртмалла.

Пӗлтӗрхи кӑрлач-раштав уйӑхсенче вӑтам шалу виҫи 35 пин те 530 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе эпир Мордва Республикинчен (унта уйӑхри вӑтам шалу виҫи — 34 441 тенкӗ) тата Мари Элтан (35 502 тенкӗ) иртнӗ.

#статистика, #шалусем, #Мари Эл, #Мордва Республики, #Удмурт Республики, #Киров, #Пенза, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем