Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Николай Карая халалласа инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Аксар Чунтупай 14.05.2022 21:17 | 317 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Иртнӗ кунсенче Красноармейски муниципалитет округӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗсен пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски округӗнчи уйрӑмӗ тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленипе Интернет урлӑ "Улӑп – 2022: Эпир – Улӑп йӑхӗнчен!" инҫет вӑйӑ конкурс вӗҫленчӗ. Ӑна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пурӗ 74 ача хурав ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак шкулсен вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ: Красноармейски шкулӗ – 44, Чатукасси шкулӗ – 5, Карай шкулӗ – 4, Упи шкулӗ – 4, Трак шкулӗ – 4, Пикшик шкулӗ – 5 ача, Кӗҫӗн Шетмӗ – 2, Мӑн Шетмӗ – 3, Еншик Чуллӑ – 2. Пӗр ача Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗнчен пулчӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупма йывӑртарах пулчӗ пулин те, вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Чӑннипех маттур пулчӗҫ ачасем. Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ тата тӳресен йышӗ 36 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ: 1-мӗш вырӑна 12 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 8 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 16 ача йышӑнчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе мала тухнисене Красноармейски муниципалитет округӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗсен пайӗн Дипломӗпе чыслӗҫ, хутшӑннисем сертификат илӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #конкурссем, #Красноармейски, #Чатукасси, #Карай, #Упи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Красноармейскинче икӗ маршрут хупӑннӑ
2021, 10, 08
Конкурсра ҫӗнтернӗ хӗрарӑм санаторире канӗ
2021, 10, 11
Муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем пулма юрӑхлисене суйлӗҫ
2021, 10, 20
«Чӑваш тумӗн азбуки» конкурсра ҫӗнтернӗ
2021, 11, 29
Ҫулталӑкри чи лайӑх учителе палӑртнӑ
2022, 04, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org