Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ. Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |