Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шыв нуши

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 22.06.2013 16:51 | 1305 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ Матьӑкӑн хӗллехи сӑнӗ
Ҫӗнӗ Матьӑкӑн хӗллехи сӑнӗ

Шыв ҫукки ку ялта пурӑнакансене 20 ҫул нушалантарать имӗш. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче шыв турулне юнашар яла куҫарса кайнӑранпа ҫакӑн пек асапланаҫҫӗ иккен Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Матьӑк ялӗнче пурӑнакансем. Ҫӗнӗ Матьӑк Йӳҫкасси ял тӑрӑхне кӗрет. «Ҫӑлтан шыв йӑтакан урӑх ял ҫук та пирӗн тӑрӑхра», — теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.

Юрать-ха, ҫӑл пур. Пӗтӗмпе виҫҫӗ таранах. Анчах ҫынсем шӑрӑх кунсене шикленсе кӗтеҫҫӗ иккен. Ун пек чухне вӑл типет имӗш. Витре йӑтса ҫырмана утма пулать-ха. Вӑл шывпа пахча ҫимӗҫе, выльӑха шӑварма аван. Анчах ӗҫме юрӑхлӑ мар. «Эп хам каяймастӑп. Мана ачасем кисле йӑтса парса хӑвараҫҫӗ те… Ҫакӑнта колонка пулсан ҫуршар витрен е куркапа та пулин йӑтӑттӑм», — тет-мӗн ялти кинемейсенчен пӗри Мария Сергеева. Ҫӑлти шыв типсен тӑрӑ шыв патне ял ҫыннисем хӑйсемпе кӳршӗллӗ яла куҫарса кайнӑ башня патне каяҫҫӗ иккен. Паллах, пурте мар. Машинӑллисем кӑна. Ара, кӗвентепе инҫетрен йӑтса ҫитереймӗн. Машина ҫуккисем, анчах вӑй-хал пуртараххисем урапа ҫине 40 литр кӗрекен битон лартса шыв сӗтӗреҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ Мария Сергеева пеккисен вара хальлӗхе ывӑл-хӗрӗ килсе шыв кӳрсе хӑварасса кӗтсе ларасси кӑна юлать…

Шыв нуши пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗпе калаҫнӑ-мӗн. «Пире вӗсем шантараҫҫӗ кӑна», — пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ ял ҫыннисем.

#Муркаш районӗ, #Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ, #шыв, #Ҫӗнӗ Матьӑк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем