Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Республикӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче «Кубок Единства» (чӑв. Пӗрлӗх Кубокӗ) хоккей фестивалӗ пулӗ. Унта 6 команда хутшӑнӗ. Ҫав шутра — хоккей легендисем, паллӑ спортсменсем, журналистсемпе комментаторсем, эстрада, кино ҫӑлтӑрӗсем, хокеея юратакансем. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнӗҫ. Хоккей матчне кӗме билетсемшӗн укҫа тӳлемелле мар. Уяв концерчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пуҫланӗ. Сцена ҫине Кирилл Андреев («Иванушки International» ушкӑн солисчӗ), «Тутси» («Фабрика звезд») ушкӑн тата Тимур Ефременков киноактёр тухӗҫ. Концертшӑн укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Лакрей вӑрманӗнче» 13:00 сехетре «Три цвета гордости и славы» концерта йыхравлаҫҫӗ, Андриян Николаев ячӗллӗ паркра 12:00 сехетре «Ача-пача Акатуйӗ» пуҫланӗ. «Амазония» этнокомплексра «О тебе пою, моя Россия» концерт пулӗ. Раҫҫей кунӗн тӗп пулӑмӗ — «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон. Унта Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» Мускаври патшалӑх ансамблӗ сцена ҫине тухӗҫ. Концерт ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |