Хулара
![]() novostivl.ru сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм 40 ҫул тултарнӑ кун ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Вӑл полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: ун патне халӑх тетелӗнче банкран саламлӑ ҫыру килнӗ. Вӑл - унӑн клиенчӗ. Ҫырура каҫӑ та пулнӑ. Унта пуссан, карточка реквизичӗсене ҫырсан ҫуралнӑ кун ячӗпе кэшбек параҫҫӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫапла тунӑ та. Анчах ун патне кэшбек килмен, счечӗ ҫинчи 8 пин тенкине сӑптӑрса кайнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн страницине тепре кӗрсе пӑхнӑ - ултавҫӑсем пӗтӗмпех хуратнӑ. Ун патне парне парассине пӗлтерекен ҫыру та килнӗ. Анчах ку хутӗнче хӗрарӑм серепене лекмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |