Пӑтӑрмахсем
![]() goodfon.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. 69 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ ҫынна вӑл такамсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне ватнӑ хӗрарӑм ячӗпе «кукӑр алӑллӑ» банк ӗҫченӗ кредит илнӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫав ҫынна тытса чарас тесен темле счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм машина сутса янипе тунӑ 900 пин тенке, 100 пин тенке тӑванӗнчен кивҫен ыйтса тата ҫур миллион тенкӗ ытла банкран кредит илсе ют ҫынсене куҫарса панӑ. Асӑннӑ мелпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта тата тепӗр икӗ ҫын улталаннӑ. 26 ҫулти хӗр 280 пинсӗр, 41 ҫулти хӗрарӑм 850 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |