Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫемьене пурӑнма кансӗрлекен ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 29.07.2022 06:16 | 341 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Александр Полтинин. chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Полтинин. chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне ун патне 4 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм хӑйсен ҫемйине лӑпкӑ пурӑнма ирӗк паман пӗр этем айӑплӑ тесе шухӑшлать. Вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тата психологи тӗшӗнчен пусмӑрласа тӑрать имӗш. Вӑйпитти хӗрарӑм шӑпах ҫавна чӑтайман-мӗн.

Александр Полтинин ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси патне илсе ҫитернӗшӗн хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑрах тӑхтамасӑр пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

#пуҫиле ӗҫсем, #пӑтӑрмахсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #сывлӑх, #инкексем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Психиатр-нарколог сӗтев илнӗ
2021, 07, 13
Ашшӗне вилмеллех хӗненӗ
2021, 09, 09
Салонта пассажир ӳкнӗ
2022, 04, 14
Виҫӗ машина ҫапӑнсан ача аманнӑ
2022, 07, 15
Етӗрне арҫынни икӗ пӗлӗшне тискеррӗн вӗлернӗ
2022, 07, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org