Экономика
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ пурлӑх сутса хыснана пуянлатнӑ. Ӗнер хула администрацийӗнче иртнӗ планёркӑра пурлӑх комитечӗн председателӗ Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурлӑха 76-а яхӑн миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта. Асӑннӑ тапхӑрта хула мэрийӗ 57 суту-илӳ ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра муниципалитетӑн куҫман пурлӑхӗн 8 объектне сутса янӑ. Унпа хула хысни 43 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. 19 ҫӗр лаптӑкне сутса 33 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен унччен ҫарӗҫ комиссариачӗ пулнӑ ҫурта сутасшӑн, унпа 40 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа туса илесшӗн. Унсӑр пуҫне сутмалли тата тепӗр 15 объект палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |