Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ. «Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ. Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ. «Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |