Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре учительсен окладне ӳстерӗҫ. 1,5 хутран кая мар. Кун пирки Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере Вӗрентекенсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире каланӑ. Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти шкулсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсене ҫитес ҫултан пӗр хутчен паракан тӳлевпе хавхалантарма тытӑнӗҫ. Вӗрентекенсен республикӑри конкурсне йӗркеленӗ чухне методистсене, тьюторсене, сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен педагогсене, ҫамрӑк педагогсене, учитель-дефектологсене тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене уйрӑммӑн шута илӗҫ. «Тата тепӗр хавхалантару — патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 2 ачаран кая мар 100 баллӑх тытакан шкулсене 500-шер пин тенкӗ грант парӑпӑр, ҫавӑн пек суммӑллӑх тата тепӗр 3 грант чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе уйрӑмах тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ куракан шкулсем валли пӑхса хӑварнӑ», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |