Республикӑра
![]() Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене нумай ҫӗнетрӗҫ. Ҫӗнӗрен туса лартнӑскерсене кӗрсе тухма кӑмӑллӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче эмел тавраш сутмаҫҫӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашская Республика» ушкӑнра та сӑмах хускатнӑ. Алексей Григорьев ятлӑ ҫын ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче эмел сутассине «виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеймеҫҫӗ». Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынсен тата ялта пурӑнакансен хулари аптекӑсене кайма тивет. Хастар арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче саккуна улшӑну кӗртнӗ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче эмел сутма лицензи илмелле мар. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтӑва тишкерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |