Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аҫӑмҫырмасем те уява пухӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 09.07.2013 06:20 | 1535 хут пӑхнӑ

Вӑрнар районӗнчи ярмушкасем ял уявне пухӑнни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра кун пек уявсене унта та кунта та ирттереҫҫӗ те, асӑннӑ районти аҫӑмҫырмисем те Ял кунне пуҫтарӑннӑ. Унта ялӑн хастарӗсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑнисене чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Горбунов вара ку тӑрӑхрисене район энциклопедине темиҫе штуках парнеленӗ.

Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарма Вӑрнартан «Тивлет» ансамбль пырса ҫитнӗ. Чӑрӑшкас Хирлепри «Хӗлхем» ансамбль те халӑха савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кунсӑр пуҫне тӑван ялсене ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Клара Осокина та саламлама ҫитнӗ. Вӑл ертсе пыракан «Туслӑх» ансамбль Аҫӑм Ҫырма гимнне шӑрантарса панӑ. Ҫак мухтав юррине Валерий Смирнов (Вадим атте) ҫырнӑ иккен.

«Епле уяв шӳрпесӗр ирттӗр?» — теҫҫӗ аҫӑмҫырмасем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫимӗҫӗ шутланакан ҫак апата икӗ Валентина Иванова — пӗри Николаевна, тепри — Петровна тата Маргарита Герасимова хатӗрленӗ.

Сӑнсем (33)

#Вӑрнар районӗ, #Аҫӑмҫырми, #ял уявӗсем, #уявсем, #Вӑрнар, #Чӑрӑшкас Хирлеп

 

Комментари:

Игорь Сайман // 3049.39.2250
2013.07.09 20:32
Аçăмçырма. Пĕрле çырмалла.
2013.07.09 20:40
Аçтахар Плотников
«Населенные пункты ЧАССР» кĕнекере дефис урлă: Аçăм-Çырми (Витĕртухан Ялтара)
Энциклопедире, чăн та пĕрле çырнă: http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=132
Игорь Сайман // 3009.78.8342
2013.07.09 22:04
эп ак çакăн çине таяннă пулăттăм: http://chuvash.org/cgi-bin/ee.cgi?a ... 95%D1%80%D0%BB%D0%B5,%20%D0%B4%D0%B5%D1%84%D0%B8%D1%81%D0%BF%D0%B0%20%D0%B5%20%D1%83%D0%B9%D1%80%C4%83%D0%BC%20%C3%A7%D1%8B%D1%80%D0%B0%D1%81%D1%81%D0%B8%20(%D0%9E%D0%9F) 73-мĕш параграф, 3-мĕш пункт. Тата ытти те.
2013.07.10 09:32
Аçтахар Плотников
Аçăмçырми çине улăштартăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем