Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Таджикистанра вырӑс чӗлхи вӗрентекен шкулсенче Чӑваш Енри оборудование вырнаҫтарнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей тата Таджикистан президенчӗсем Владимир Путин тата Эмомали Рахмон видеоҫыхӑну мелӗпе пилӗк шкул уҫнӑ. Вӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентӗҫ. Икӗ ҫӗршывӑн пӗрлехи проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеттерсе янӑ шкулсем Душанбе, Бохтар, Худжанд, Турсунзаде тата Куляб хулисенче вырнаҫнӑ. Виҫӗ шкулта столовӑй валли оборудование Шупашкартан ӑсатнӑ. Вӗсене «Чувашторгтехника», «ЭЛИНОКС», «ФРОСТО» тата «Торговая Механика» компанисем туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |