Чӑваш чӗлхи
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Шупашкарти «Чӑн чӑваш» клуб хастарӗсем республикӑн тӗп хули тӑрӑх ҫӳресе урамсемпе чарӑнусен ячӗсене чӑвашла епле куҫарнине тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Хастарсем хальлӗхе пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса ӗлкӗреймен-ха, апла пулин те вӗсем сахал мар йӑнӑш асӑрханӑ. Сӑмах май, Ленин проспектӗнчи 44-мӗш ҫурт ҫине «проспекТчӗ» тесе ҫырса хунӑ. Карл Маркс урамӗнчи объектсенче «К. Маркса урамӗ» тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Ярославль урамӗнчи 39-мӗш ҫурт ҫинче Ярославль урамне 1884 ҫулта хула ячӗпе ят панине шута илмен, ҫын хушамачӗ тенӗ курӑнать. Ҫавна май «Ярославский урамӗ» тесе куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |