Ҫутҫанталӑк
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Вӑл Мускавран килесси пирки синоптиксем пӗлтернӗччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑра пула Чӑваш Енри 4 районта хӑш-пӗр ял-салара ҫутӑ сӳннӗ. Ку Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски районӗсене пырса тивнӗ. Ведомство пӗтӗмпе 8 ял электроэнергисӗр юлнине пӗлтерет. Ҫак 8 ялта 950 ҫурт шутланать, вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра ҫутӑсӑр юлнӑ ялсенче аварисене сирекен бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |