Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш орнитологӗ тата блогерӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ула кураксене тӗпченӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 12.07.2013 17:17 | 1645 хут пӑхнӑ
Саша - Кунашир утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ Менделев вулканӗн тӑрринче.
Саша - Кунашир утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ Менделев вулканӗн тӑрринче.

Саша Яковлев – Чӑваш Енри паллӑ блогерсенчен пӗри. Унӑн тӗп тематики – ҫут ҫанталӑк. Тата тӗрӗсрех каласан, кайӑк-кӗшӗк тӗнчи.

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Саша Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Саша ҫинчен каласа кӑтартассине мӗнрен пуҫласа мӗнпе вӗҫлемеллине те пӗлеймӗн. Шкулта ӗҫленӗ чух та, Шупашкар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра та вӑл миҫе хутчен экологи экскурсийӗпе экспедици йӗркелемен-ши?! «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе тӑрӑшакан ҫумӗнче вӑй хунӑ чух та вӑл хӑйӗн чун киленӗҫне кӑмӑлпа парӑнса пурнӑҫланӑ. 1995 ҫулта Саша «Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкӗ» фотоархив валли материалсем пухма тытӑннӑ. Каярах вӑл «Чӑваш Ен кайӑк-кӗшӗкӗ» сайта йӗркелесе янӑ.

Нумаях пулмасть кайӑк-кӗшӗк тӗпчевҫи Александр Яковлев пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксене тӗпчессишӗн Курил утравӗ ҫинче пулнӑ. Инҫе ҫӗрти тӗпчеве Саша пӗрремӗш хут хутшӑнмасть-ха. Темиҫе ҫул каялла, йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл Урал тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Халӗ, ав, тата аякка кайнӑ.

Пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксен тӗпчес проекта Мускаври патшалӑх университечӗ пуҫарнӑ иккен. Курил утравӗнче пулнӑ май ҫав тӑрӑхри Шикотан тата Кунашир утравӗсем ҫинче ӗҫленӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче Саша 100 яхӑн тӗрлӗ кайӑка асӑрханӑ, вӗсенчен 70 ытла йышшине ӳкерсе илме пултарнӑ.

Курил заповедникӗн ӗҫченӗсем унпа интервью хатӗрленӗ. Саша вӗсене хӑйӗн блогӗ, фотогалерейи тата кӑсӑклӑ ытти самант пирки каласа кӑтартнӑ. «Маншӑн, Раҫҫейӗн Европа пайӗнчен килнӗ ҫыншӑн, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурте кӑсӑклӑ – кунти сасӑ, шӑршӑ, ҫут ҫанталӑк. Биолог пулнӑ май вара флорӑпа фауна уйрӑмах кӑсӑклантарать», – тенӗ вӑл.

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем