Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» кӗнеке пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.01.2023 20:01 | 1118 хут пӑхнӑ
Культура
t.me/enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ева Лисинан «Лопоухий Илюк» («Хупах хӑлха Илюк») кӗнекине тепӗр хутчен пичетлесе кӑларнӑ.

Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хут вӑл Ильгиз Каримов куҫарӑвӗпе 1986 ҫулта вырӑсла вулакан патне ҫитнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑма автор куҫарнӑ тепӗр хайлав та кӗнӗ.

«Хупах хӑлха Илюк» юмахла повеҫе Ева Лисина ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ.

Ева Лисина — чӑваш ача-пӑча ҫыравҫи, Библи куҫаруҫи. Вӑл 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

#ҫыравҫӑсем, #культура, #кӗнекесем, #Именкасси, #Кӗнеке издательстви, #Патӑрьел районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/3108
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.20 20:10
Agabazar
Чăвашла кăларма пăрахаççĕ-им?
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.26 20:58
Agabazar
Хупах хăлха Илюк. «Хăлхаллă» мар.
2023.01.27 10:58
Аçтахар Плотников
Ман пуҫра темшӗн «хӑлхаллӑ» пулнӑ пек асра юлнӑ, ҫавӑнпа хам тӳрлетрӗм. Халь тӗрӗслерӗм те чӑн та «хӑлха». Каялла тавӑртӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем