 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     Илле Иванов 25.02.2023 12:22 | 944 хут пӑхнӑ
Илле Иванов 25.02.2023 12:22 | 944 хут пӑхнӑ 
«Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш ҫыравҫисен тата культура ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтерсе Тӗрӗкьелти ҫыравҫӑсене ҫыру яни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Вӗсемех укҫан пулӑшу пухма пуҫланӑ. Акӑ халӗ тата тепӗр ырӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем, «Тӗрӗксен пӗрлешӗвӗ» ушкӑна йӗркелесе яма хатӗрленекенсем, Тӗрӗкьел халӑхне пулӑшу янӑ: ӑшӑ юркансем (утиялсем), пӗркенчӗксем (пледсем), термоссем, вентиляторсем, тумтир тата ҫурт-хуралтӑсӑр юлнисене кирлӗ пулма пултаракан ытти япала. «Химпромра» ӗҫлекен Олег Скачков пулӑшу валли 20 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Денис Калюков та япала халӑхран пухассине йӗркеленӗ.
Пухнӑ япалана вӗсем Турци Республикин Хусанти консуллӑхне леҫсе панӑ.
«Тӗрӗк тӗнчин культура центрӗ» ытти чӑвашсене те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма йыхравлать. Вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен халӑха хыпарлама та ыйтать. Ку ыттисене ҫак ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарӗ.



| Эльвира // 8047.4.8709 2023.02.25 13:31 | |
| Маттурсем! Чăваш ятне çĕртмеççĕ. | |
| Agabazar // 3438.2.4527 2023.02.25 14:45 | |
|  | Мĕн вăл «Тĕрĕкьел»?  
 -ел текен компонента ял ячĕсенче вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех, турккăсене те тĕлме-тĕллĕн (пĕртен-пĕрле) «тĕрĕк» теейместĕн. Паллах, статья авторĕ çаксене пĕлет. Анчах та вăл хăйĕн вулаканĕсене «турккă» тенипе хăратса ÿкересшĕн мар. Çавăнтан сыхланать. | 
