Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шевлесем пуҫтарӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.01.2008 11:53 | 1407 хут пӑхнӑ

Иртнӗ ҫул ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетме Ульяновск облаҫӗнчи ҫыравҫӑсем хулари 17-мӗш номерлӗ вулавӑша пуҫтарӑнчӗҫ.

«Канаш» хаҫат журналисчӗ, ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ Анатолий Ырьят «Шевле» ӗҫне пӗтӗмлетес ирӗке хӑй ҫине илчӗ.

— Ҫак ҫул чӑваш хаҫатне ҫыракансен шучӗ ӳсни савӑнтарать пире, — терӗ Анатолий Григорьевич. — Шурӑ сухаллӑ ҫыравҫӑсемпе пӗрле ҫамрӑксем, ҫивӗч калем ӑстисем, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен самай аталанни ҫунат хуштарать. «Шӑпӑрлан» кӑларӑмра та тaтӑшах облаҫри шкул ачисен ӗҫӗсем пичетленеҫҫӗ. Чи хастар шевлеҫӗсем кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине те хамӑр ҫитӗнӳ тесе шутлатӑп. Вӗсем пурте «Канаш» ҫумӗнче йӗркеленнӗ литература пӗрлешӗвӗн илемӗ. Хаҫатӑн юлашки номерӗнче тухнӑ пӗтӗмлетӳллӳ статьяра пур ҫыравҫӑсен ячӗсене те асӑнтӑмӑр, тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтернӗ маттурсен ячӗсене пичетлерӗмӗр.

"Шевле" яваплӑ секретарӗ Лаврентий Данилов шевлеҫӗсем ҫинчен хулӑн альбом хатӗрлесе килнӗ.

— Пирӗн кӑҫал, — тӑсрӗ сӑмахне Лаврентий Иванович, — Ульяновск облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑнакан кашни сӑвӑҫ-ҫыравҫӑ ҫуралнӑ ҫӗршыва, тӑван тӑрӑхне кайса курмалла.

Паллӑ публициста Александр Богатова ентешсем Раҫҫей кӑларӑмӗсенче пичетленни савӑнтарать. Ҫав шутра “Литература хаҫатӗнче» те. «Паянхи литературӑна питӗ вӑйлa критиклеҫҫӗ. Ку питӗ аван. Шел, самана укҫапа улталанать. 2007 ҫулта ҫыравҫӑсенчен пӗр Валентин Распутина ҫеҫ Патшалӑх премине пачӗҫ. Хамӑр «Шевлере» мана пӗр-пӗринпе паллашса калаҫни кӑмӑла каять. Ман шутпа, иртнӗ ҫулӑн паллӑ пулӑмӗ – Валентина Таравата Ульяновск облаҫӗн Хисеплӗ гражданӗ ята пани. Мӗншӗн тесен халиччен пӗр ҫыравҫӑ та облаҫра унашкал чыслӑ ята тивӗҫмен,» — терӗ Александр Михайлович. Вӑл ҫывӑх вӑхӑтра “Шевле ҫути» кӗнекен иккӗмӗш кӑларӑмне тата «Атӑл юрри» альманаха кӑларма сӗнчӗ.

Анатолий Юман, Валентина Тарават, Алексей Ашкеров (ҫӗнӗ юптарӑвне вуласа пачӗ), Нина Еграшкина, Анна Никонорова, Алёна Селиванова шевлеҫӗсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Кӗпӗрнаттӑр программипе кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Анатолий Юманӑн тата Анатолий Чебановӑн вырӑсла кӗнекисем тухмалла. Анатолий Юман «Хамӑр ялсем» очерксен кӗнекине тата «Председатель» ятпа вырӑсла очерксен пуххине кӑларма ӗмӗтленет. Валентина Тарават чӑваш ачисем валли ҫырнӑ гимн юрласа пачӗ. Пӗрремӗш хут унпа композитор Анат Тимӗрҫенте Ваҫҫа Аниҫҫине халалласа ирттернӗ уявра паллаштарнӑ.

Чӑваш уйрaмӗн библиотекарӗ Елена Гордеева пухӑннисене пурне те тав туса Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ ятпа саламларӗ. “Тӗрлe наци кӗнекисемпе пуян культура ҫурчӗ пурне те яланах хапӑл», — терӗ Елена Валериановна ӑшшӑн сывпуллашса.

 

Елена Алексеева.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Чӗмпӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем