Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чӑваш романӗ» конкурс иртет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.03.2023 05:02 | 507 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.

Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.

Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.

#ҫыравҫӑсем, #культура, #конкурссем, #пултарулӑх, #романсем, #чӑвашлӑх, #Кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Николай Максимов // 1698.07.1350
2023.03.20 11:16
Конкурс уç та - тепĕр икĕ-виçĕ уйăхран роман хатĕр. Епле ансат... Нивушлĕ вара кĕнеке кăларакансем чăн-чăн роман çырма мĕн чухлĕ вăхăт, хăват кирлине пĕлмеççĕ? Е вĕсем "ширпотреб" кĕтеççĕ-ши? Апла тесен, паллах, юрату е детектив хайлавĕсене хăвăртах калăплама пулать. Анчах çакă чăваш литературине аталантарайĕ-и?
2023.03.20 11:23
Аçтахар Плотников
Халь шӑп та лӑп «ширпотреб» кирлӗ те. Халӑх ун пек япалана кӗтет. Хуть те мӗнле хайлав та, вӑл чӑвашла пулсан, чӑваш литературине аталантарать. Мӗн, вырӑссен халь пурте Толстой, Шолохов шайӗнче ҫыраҫҫӗ-им? Ширпотреб. Анчах халӑх вулать.
Нумай пулмасть Василий Сипетӗн повеҫӗпе паллашрӑм. Аван чӗлхепе ҫырнӑ, проблематикӑна ҫутатнӑ. Анчах ҫамрӑксем ӑна вулӗҫ-и? Ҫамрӑксем валли ансатрах текст кирлӗ. Чӑвашли вара унашкалли ҫук та вӗсем вырӑс хайлавӗсене алла илеҫҫӗ.
Agabazar // 4794.9.4547
2023.03.21 15:50
Agabazar
Çыннăн тахçанах хатĕр, анчах халиччен пичетленмен алçыру пулма пултарать.

Çавна арчаран кăларать те — конкурса хутшăнать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем