Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Куславкка районӗнче хӗрарӑм опекӑна илнӗ хӗрачан укҫипе усӑ курнӑ. Ача ун патӗнче 3 ҫул пурӑннӑ.
Ҫакӑ паллӑ: «опекӑпа попечительлӗх органӗ ирӗк панипе» хӗрарӑм хӗрачан счечӗ ҫинче укҫана хушӑран илкеленӗ. Пӗтӗмпе – 1 миллион ытла тенкӗ. Унпа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ /кайран вӑл ӑна хӑйӗн валлиех хӑварнӑ/.
Халӗ прокуратура суд урлӑ опекун пулнӑ хӗрарӑмран 350 пин тенкӗ шыраса илме, ача укҫипе илнӗ япаласене каялла тавӑрса пама ыйтать.
Agabazar // 1695.65.4553
2023.06.29 20:53 | |
Пăхав тата тăрăшав органĕ. | |
Базиль Кириллов // 2892.60.1040
2023.07.01 17:20 | |
Опекăна илнĕ - пăхса ÿстерме илнĕ.
Пăхав тата тăрăшав: ха-ха! Ун пек сăмах çук. Каллех биатлон курнă чух çырнă... | |
Таисия Ташней // 1876.42.6749
2023.07.01 17:44 | |
Базиль Кириллов юлташ, биатлон кураканни вӑл - эп. Сухви мӗнпе кӑсӑкланнине пӗлместӗп. | |
Базиль Кириллов // 2892.60.1040
2023.07.02 11:23 | |
Маттур, маттур, биатлон курса заметка çырнă чух тата сулахай урупа чăлха çыхма вĕрен. | |
