Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар»... Хӑмла пуҫтармалли комбайн мӗн ятлӑ пулӗ?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.08.2023 14:14 | 442 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Техмашхолдинг» хӑмла пуҫтармалли комбайн туса кӑларать. Пӗрремӗш машинӑна ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тест режимӗнче тӗрӗслӗҫ.

Халӗ комбайн валли ят шыраҫҫӗ. Ҫынсем ҫакнашкал ятсем сӗннӗ: «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмельмаш», «Хмелечёс», «Хмелероб», «Хмелич», «Xmelix». Петӗм варианта комиссие пӑхса тухма панӑ. Унта креативлӑ 5 ята суйлӗҫ те сасӑлава тӑратӗҫ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнче комбайн мӗн ятлӑ пуласси паллӑ пулӗ.

Палӑртмалла: хӑмла пуҫтармалли пӗрремӗш комбайн лайӑх ӗҫлесе кайсан ку машинӑна ҫулталӑкне 5-10-шар кӑларма тытӑнасшӑн.

#ял хуҫалӑхӗ, #комбайнсем, #сасӑлав, #хӑмла

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Николай Максимов // 1693.65.2013
2023.08.11 19:02
Ман шутпа, комбайн ятне хăмлапа ятарласа çыхăнтарасси тĕрĕс çул мар. Чи кирли - унăн ĕçри пахалăхĕ курăнтăр. Тата чăваш сăмахĕ ют чĕлхесенче аван янăратăр, асра юлмалла çăмăл пултăр. Эпĕ çав комбайна "Арлан" тенĕ пулăттăм.
Agabazar // 4637.4.6693
2023.08.12 13:09
Agabazar
Кунта та хайхи-майхи «Сувара» чиксе хурсашăн иккен.
Agabazar // 4637.4.6693
2023.08.12 13:15
Agabazar
Ну, калăпăр, эсĕр ăна «Хăмла» ят парăр. Вара ăна чăвашла пач пĕлмен çын епле вулĕ-ши?

Аха, кириллицăпа çырнă та, çавна кура ăна хуть те хăш вырăс та (вăл шутра вырăсланнă хуть те мĕнле çын), ирçе те, тутар та, якут та, чечен та, калмăк та, украин та, удмурт та, монгол та вулама пултарĕ тесе шутлатăр-и?

«Улăп» тенине епле вуламалла тата чăвашла нибельмесăн?
Agabazar // 4637.4.6693
2023.08.12 13:19
Agabazar
Пирĕн эрех-водка ячĕсене çеç чăвашла ятсем пама маçтăр çав.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем