Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Станислав Кондратьев профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.12.2023 18:09 | 1943 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, раштав уйӑхн 7-мӗшӗнче, 18 сехетре Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Станислав Кондратьев профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.

Станислав Алексеевич Раҫҫейӗн педагогика вокал пӗрлешӗвӗн хастарӗсенчен пӗри пулнӑ. Унтан ытти аслӑ шкулти вокал преподавателӗсем те сӗнӳ-канаш ыйтнӑ. Вокал ӑсталӑхне ун патӗнче Мускавра, Чулхулара, Пермьре, Хусанта, Йошкар-Олара, Чӗмпӗрте тата ытти хулара пурӑнакансем те вӗреннӗ.

Станислав Кондратьев 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1957 ҫулта Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран Хусанти консерваторири вокал кафедринче пӗлӳ илнӗ. 2002 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлеме пуҫӑннӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал кружокне ертсе пынӑ.

#Туктамӑш, #Чӗмпӗр, #Йошкар-Олара, #Хусан, #Пермь, #Чулхула, #Мускав, #вӗрентӳ, #культура, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем