 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     И. Степанова 14.08.2013 18:41 | 2475 хут пӑхнӑ
И. Степанова 14.08.2013 18:41 | 2475 хут пӑхнӑ  
 Лаптӑксене симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес енӗпе Трак тӑрӑхӗнче ҫулленех курав-конкурс ирттереҫҫӗ.
Вӑл кӑҫал та ял тӑрӑхӗсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннипе 5 енпе иртнӗ. Курав-конкурса пурӗ 15 ӗҫ тӑратнӑ.
Номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ялсене тирпей-илем кӗртессипе, акӑ, пӗрремӗш вырӑна Мӑн Шетмӗ, иккӗмӗшне — Упи, виҫҫӗмӗшне Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗсем йышӑннӑ.
Организацисен территорийӗсене симӗслентерсе тирпей-йӗркене кӗртессипе малти виҫӗ вырӑна «Бытовик» АХО, Красноармейскинчи райпо тата «Чесла» ТМЯО тивӗҫнӗ — вӗсене I–II–III степеньлӗ дипломсемпе чыслӗҫ тата 10–5–3 пин тенкӗ укҫан преми парӗҫ.
Социаллӑ сферӑри учрежденисен территорийӗсене тирпей-илем кӗртессипе 1–2–3-мӗш вырӑнсенче Именкассипе Карай шкулӗсем тата «Парус» ача пахчи мала тухнӑ — вӗсене укҫа ытларах лекӗ — дипломсемсӗр пуҫне 20–10–5 пин тенкӗпе хаваслантарӗҫ.
Уйрӑм секторти урамсенче тирпей-йӗрке тӑвассипе Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Именкассинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакансем маттуртарах пулчӗҫ. Вӗсем I степеньлӗ дипломпа пӗрлех 3 пин тенкӗ преми илӗҫ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейски ял тӑрӑхӗнчи Йӳҫкассинчи Кӗпер урамӗ (II степеньлӗ диплом тата 2 пин тенкӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — Кӗҫӗн Шетмӗри В. Петров ячӗллӗ урам (III степеньлӗ диплом, 1 000 тенкӗ).
Чечек пахчисемпе кану кӗтесӗсене илемлӗрех тӑвассипе Янкасри Пушкин ячӗллӗ урамри 37-мӗш ҫуртри Григорьевсене ҫитекенни пулман. Вӗсен кил-ҫурчӗпе пахчин кашни кӗтесӗ капӑрлӑхпа палӑрать. Ҫак хитрелӗхе, паллах, ылтӑн алӑсем туни никама та иккелентермерӗ. Кил хуҫи — Петр Иванович — Красноармейскинчи физкультурӑпа сиплев комплексӗн тренерӗ, мӑшӑрӗ — Елена Сергеевна — пӗчӗк ачапа ларать. Григорьевсем икӗ ывӑлне те пӗчӗкрен илемлӗхе курса ҫитӗнме, ӑна харпӑр хӑй аллипе тума вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Ыт ахальтен мар вӗсем I степеньлӗ дипломпа 3 пин тенкӗ укҫан премине тивӗҫрӗҫ.
Ку номинацире Еншик Чуллӑри Мир урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакан Агафия Николаевна Николаева — II степеньлӗ дипломпа 2 000 тенкӗ премине, Упи ял тӑрӑхне кӗрекен Янмурҫин ялӗнчи Николаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан Клементьевсен ҫемйи вара III степеньлӗ дипломпа 1 пин тенкӗне ҫӗнсе илнӗ.
Районти смотр-конкурсра пӗрремӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ ӗҫсене ялсене чи лайӑх симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ирттерекен республикӑри курав-конкурса тӑратаҫҫӗ. Ҫак яваплӑ ӗҫре хӑйсене лайӑх кӑтартмашкӑн ӑнӑҫу сунар вӗсене!
