Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш академи драма артисчӗсем канса пӗтерчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 20.08.2013 12:44 | 1967 хут пӑхнӑ

Хальхи вӑхӑтра театрсенчи артистсем черетлӗ кануран тухаҫҫӗ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсен труппи тӗл пулчӗ. Вӗсемпе курнӑҫма республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов та пырса ҫитрӗ.

«Театрӑн савӑнӑҫӗ те, инкекӗ те, хурлӑхӗ те пур. Сцена ҫине тухсан куракан куҫҫуль витӗр е кулса пӑхса ларнине куратӑн та ҫавӑнпа вӑй илсе ҫак ӗҫе ахальтен суйламаннине ӑнланса илетӗн», — ҫак шухӑша палӑртса хӑварчӗ тӗлпулӑва уҫнӑ май театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев.

Тӗлпулура иртнӗ сезона кӗскен аса илчӗҫ, кӑҫалхи пирки калаҫрӗҫ. Эпир куракана кӑсӑкланатаракан тӗп самантсене кӑна асӑнса хӑварар. Сӑмахран, ҫӗнӗ сезона епле спектакльпе уҫни пирки. 95-мӗш сезона, тӳррипе ӑна кӑна мар, юлашки пӗр вунӑ ҫул так ӗнтӗ, сезона театр «Ялта» спектакльпе уҫса хупать. Кӑҫал та ҫав йӑларан иртмӗҫ. Мӗншӗн апла туни пирки илемлӗх ертӳҫин хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ — ку спектакльте мӗнпур артист вылять.

«Пӗлтӗрхи сезона эп ӳпкелеместӗп — халь лайӑх пьесӑсем пур», — терӗ те Валерий Яковлев, кӑҫал та премьерӑсем пулӗҫ. Куҫарусем нумай тесе ӳпкелекенсене лӑплантарар. Хамӑр авторсен пьесисемпе лартнӑ спектакльсем сцена ҫине тухмалла,. Акӑ, театршӑн ҫӗнӗ ят — Анатолий Хмыт. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне лартӗ. Арсений Тарасов ятне вара чӑваш театрӗн кураканӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезонта унӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑна курма май килӗ. Куҫару тенӗрен, вӑл та пулӗ. Иван Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн» спектаклӗ сцена ҫине таврӑнать. Ӑна юпа уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Театрӑн портфелӗнче ытти произведени те пур. Сӑмахран, акӑ, «Пихампар чунӗ ман» мюзикл. Е тата вырӑс авторӗсене илсен, Сергей Найденовӑн «Дети Ванюшина» е тата Антон Чеховӑн «Чайка» пьесисем.

Юратнӑ артистсен пултарулӑх каҫӗсем те иртмелле. Чӳк уйӑхӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарать, раштавра Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева 75 ҫулхине уявлӗ.

Театрӑн юбилей ҫулӗнче Мускаври Таганка актерӗсен юлташлӑхӗн сцени ҫинче спектакль лартассине пилӗк ҫул каялла театрӑн ун чухнехи директорӗ Вадим Ефимов, халӗ вӑл — республикӑн культура министрӗ, 5 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Ҫак йӑлана тытса кӑҫал та артистсем Мускава гатсроле кайма хатӗрленеҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне республикӑн Культура министерстви уйӑрса пулӑшнӑ. Ҫапла вара авӑн уйӑхӗн 20 тата 21-мӗшӗсенче Мускав сцени ҫинче чӑваш спектаклӗсене лартӗҫ. Малтанхи кун — «Укҫа чул кастарать» камите, тепӗр кунхине — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» драмӑна.

Труппӑпа тӗлпулӑва хутшӑннӑ театрӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та, культура министрӗ Вадим Ефимов та артистсене ӑнӑҫу сунчӗҫ. Тӗлпулура театра юсасси, шалу, кураканпа ӗҫлессине вӑйлатасси ҫинчен сӑмах хускалчӗ.

Ҫапах та куракан куҫ тӗлне чи малтанах режиссёр ӗҫӗ лекет те, труппӑпа тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн культура министрӗпе режиссерсене вӗрентме ярас ыйтӑва хускатма май килчӗ. Культура министерстви вӗсене пысӑк хуласене вӗрентме яма хирӗҫ мар-мӗн. Ярать те. Акӑ, асӑннӑ театрӑн артисткине Наталья Сергеева хӑй пӗлӗвне режиссер евӗр туптанӑ. Чи кирли — театрсен тата ӑсталӑха алла илес текенсен кӑмӑлӗ кирлӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрне илсен, паян, кӑнтӑрла иртни пӗррере, артистсем леш тӗнчене ӑсаннӑ ӗҫтешӗсем патне ҫӑва ҫине кайса килме палӑртнӑ. Ку та вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм...

#театрсем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем