Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Марфа Филимонова 90 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 20.08.2013 17:10 | 1302 хут пӑхнӑ

Паян, ҫурлан 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Юлӑш ялта пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Филимонова Марфа Филимоновна хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк та савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламлама ват кинемей патне социаллӑ ыйтӑвӗпе ӗҫлекен пайӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑк политики, культура тата спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Николаев, Элӗк районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтелӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӑн ҫумӗ Мария Романова, районти ветерансен канашлӑвӗн председателӗ Анатолий Тимофеев килсе ҫитнӗ. Эдуард Владимирович юбиляршӑна Раҫҫей Федрацийӗн президенчӗ Владимир Путин ярса панӑ персоналлӑ ҫырӑва алла тытарнӑ. «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗ Марфа Филимоновна илемлӗ юрӑсем шӑрантарса саламларӗ.

Ватӑ кинемей ҫӗршыва уссӑлӑх кӳрес тесе хӑй ҫуралса ӳснӗ Элӗк районӗнчи Утаркасси ялӗн колхозӗнче нумай ҫул хушши ӗҫлесе пурӑннӑ. Пенсине тухсан Марфа Филимоновна хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ патне Тури Юлӑш яла куҫса килнӗ. Паянхи кун юбиляршӑн виҫӗ мӑнукӗ ӳсет.

Пысӑк чӗрелле, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмалла. Ҫавӑнпа та эпир те Марфа Филимоновна нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

#Элӗк районӗ, #Тури Юлӑш, #Утаркасси, #юбилейсем, #Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем