Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ.