Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӗ иртӗ. Регионсем хушшинчи XIX конкурса 15 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи авторсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене виҫӗ номинацире тӑратмалла:
— «Проза»,
— «Поэзи»
— «Драматурги».
Ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Хайлавсен калӑпӑшӗ А4 форматпа 20 страницӑран ытла пулмалла мар.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене kray@rdub21.ru электрон почтӑпа Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ярса памалла.
Agabazar // 1541.63.1454
2025.01.27 09:19 | |

Мĕншĕн тесен, капла çырсан çак ик чĕлхепе тенчери чĕлхесен йышĕ пĕтнĕ пек пулса тухать. Урăх чĕлхесем çук имĕш.