Ултавҫӑсене 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсен умӗнче ҫаппа-ҫарамас калаҫнӑ, килти чӳрече каррисене ҫунтарса янӑ. Ҫакӑ йӑлтах Шупашкарта вӗренекен студенкӑпа пулса иртнӗ.
Вӑл палламан ҫын шӑнкӑравласан ярса панӑ каҫӑ ҫине пусса «Госуслуги» портала кӗнӗ. Палламан ҫын ҫыхӑнурах пулнӑ. Хӗр «Украина» сӑмаха илтсен хӑраса кайнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Кайран ун патне смс килнӗ: ун ячӗпе портала кӗреҫҫӗ-мӗн, «техпулӑшу» номерӗсене те ярса панӑ. Вӑл пӗринпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын, банк ӗҫченӗ тенӗскер, хӗре хӑратса пӗтернӗ: урӑх ҫӗршыва укҫа куҫарнӑшӑн ӑна тӗрмене нумай ҫуллӑха хупаҫҫӗ-мӗн. Студентка пухнӑ укҫине тата кредит илсе палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кайран ӑна верификаци тума хушнӑ. Кун валли хывӑнмалла-мӗн, видеоҫыхӑнупа калаҫса сӑвӑ вуламалла. Тӗрӗслеве вӗҫлеме хваттерти чӳрече каррисене чӗртсе яма хушнӑ. Ҫулӑм тухсан тин вӑл тӑна кӗнӗ, пушара сӳнтерсе полицие кайнӑ.