Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти Надежда Лаврентьева тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
Китайри Тайбэй хулинче ҫу уйӑхӗн 17-30-мӗшӗсенче Ветерансен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртнӗ. Унта 107 ҫӗршыври 25 пин ветеран хутшӑннӑ.
Пирӗн ентешӗмӗр унта икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Надежда Лаврентьева 5 тата 10 километра утассипе мала тухнӑ. Ӑна 30 градус шӑрӑх та хӑратман.