Пирӗн республикӑра Сербире пурӑнкан Раде Костичпа Катарина Нинков пулнӑ. Вӗсем - ҫул ҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм ертӳҫисем, кунта Чӑваш Ен пирки кӑларӑм хатӗрлеме килнӗ.
Раде тата Катарина Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑннӑ, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Ку кӑна мар-ха, «Ясна» этнокомплексра сӑра вӗретме те вӗреннӗ.
Вӗсем — пулас артистсем, ҫавна май аякран килнӗ хӑнасем вырӑнти театрсемпе те кӑсӑкланнӑ. Вӗсене чӑвашла постановкӑсем пурри, пирӗн чӗлхе илемлӗ пулни савӑнтарнӑ.