Шупашкарти ҫамрӑк стоматолог 3 миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
25-ри хӗр-стоматолог патне «Раҫҫӗй Почтинчен» текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна йӑнӑшпа налук уведомленийӗ ярса панине пӗлтернӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче мессенджер урлӑ регистрациленсе йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ.
Стоматолог ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑрпа лартса ямалли ҫӗр тӗрлӗ меслет пӗлнине тӗшмӗртнӗ пулин те хӑйӗн патне шӑнкӑравлакан каланине итленӗ.
Кӗҫех ун патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне Украинӑри номерпе кӗни пирки хыпрлакан ҫыру электрон почтӑпа ҫитсе выртнӑ. Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм электрон ҫырура кӑтартнӑ «техслужба» номерӗпе шӑнкӑравланӑ та ӑна кредит илсе укҫана шанчӑклӑ счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Пӗр кунта мар, темиҫе куна тӑсӑлнӑ ҫак пӑтӑрмах.
Стоматолог ҫапла майпа кредит илнӗ укҫана та (ӑна вӑл автомобиль салука хывса илнӗ), хӑй пухнине те, пурӗ 2,9 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.